Муркаш районӗнче пурӑнакансем хӑйсен ялӗ ҫывӑхӗнче Китай ҫыннисем хуҫаланасран шикленсе ӳкнӗ.
Китай пуянӗсем Чӑваш Енре агромпромышленность паркӗ тӑвасшӑн. Пӑрачкав районӗнче вӗсем икӗ ферма уҫасшӑн: вӗсенче 2-шер тата 4-шар пин пуҫ мӑйракаллӑ шултра выльӑх ӗрчетме ӗмӗтленеҫҫӗ. Муркаш районӗнче сӗт тирпейлесшӗн.
Пӑрачкав районӗнче ҫӗре инвесторсем валли хатӗрлеме пуҫланӑ пулсан, Муркаш районӗнчи тӑватӑ ялта прокуратурӑна ҫӑхав ҫыраҫҫӗ, митинга тухаҫҫӗ иккен. Кӑмӑлсӑрланаканнисем — Эхветкасси, Калмӑкасси, Тереҫ тата Рыккакасси ялӗсем.
Чӑваш Енӗн экономика аталанӑвӗн министрӗ Владимир Аврелькин «Сычуань – Чувашия» (чӑв. Сычуань – Чӑваш Ен) агропарка хирӗҫ шавланине ырламан. Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, пӑлханмашкӑн иртерех. Ҫитменнине тата Китай ҫыннисене уйӑрма палӑртнӑ Муркаш районӗнчи ҫӗр унччен ахаль выртнӑ. Министр инвестпроекта Россельхознадзор та, ҫут ҫанталӑк прокуратури те сӑнаса тӑрассине, экологие сиен кӳмессине шантарнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Пӑрачкав районӗнче тракторист ҫынна таптаса кайнӑ. Халӗ ун куншӑн явап тытма тивӗ.
Ҫав кун тракторист ӳсӗр пулнӑ, уйра ака тунӑ. Хайхискер руль умӗнче ларнӑ чухне тавралла тимлӗ пӑхман – 37 ҫулти арҫын ҫине кӗрсе кайнӑ. Вӑйлах аманнӑскере пульницӑна илсе кайнӑ, анчах, шел те, тухтӑрсем унӑн пурнӑҫне ҫӑлайман – вӑл ҫав кунах вилнӗ.
Тракторист айӑпне йышӑнать. Пӑтӑрмах хыҫҫӑн ҫав хуҫалӑхри ҫитменлӗхсем тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Таптаса кайнӑ арҫын инструктажпа та паллашман-мӗн. Ҫитменнине, тракторист-машинистсем рейс умӗн медицина тӗрӗслевӗ витӗр тухман. Тата ҫакна палӑртмалла: сарӑмсӑр вилнӗ арҫын та, тракторист та, ытти ӗҫчен те ӗҫ вырӑнӗнче ӳсӗр пулнӑ.
Пӑрачкав районӗнчи Кудеиха районӗнче пурӑнакан арҫын арӑмӗн ашшӗне вӗлернӗ. Ҫилле тытса чырайманшӑн, алла ирӗке янӑшӑн унӑн ҫирӗп режимлӑ колонире ҫичӗ ҫул кирпӗч шутлама тивӗ.
44 ҫулти вӑй питти тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫе РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн тӗпчевҫисем тӗпченӗ. Арҫын тыткаларӑшне вӗсем РФ Пуҫиле кодексӗн 105-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе хакланӑ. Ку статья — ҫын вӗлернӗшӗн явап тыттараканни.
Пӑтӑрмах кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче сиксе тухнӑ. Ҫав кун арҫын 67 ҫулти хуяншшӗпе унӑн ҫуралнӑ кунне уявланӑ. Ҫамрӑккипе асли унччен те пӗр ҫӑвартан пурӑнман теҫҫӗ. Кӑмӑл-туйӑма ҫӑварлӑхлама эрех ӗҫсен пушшех йывӑр. Тавлашу вӑхӑтӗнче кӗрӳ алла ҫӗҫӗ ярса илнӗ, хуняшшӗне кӑкӑр тӗлӗнчен яшлаттарнӑ. Кӑштахран арҫын вилсе кайнӑ.
Пӑтӑрмах пирки йӗрке хуралҫисене ҫамрӑкки хӑех систернӗ.
Муркаш районӗнче вырнаҫнӑ арҫынсен Александр Невский мӑнастирӗн пачӑшкин Трифон аттен виллине тупнӑ. Кун пирки REGNUM информаци агентстви хыпарлать.
85 ҫулти манах утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫухалнӑ. Ун виллине вара виҫӗ эрнерен, утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Макҫикасси ялӗ ҫывӑхӗнче тупнӑ. Пачӑшкӑ ӳчӗ шывра выртнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, Трифон аттен вилли ҫинче нимӗнле суран та асӑрхаман. Судмедэкспертсем халӗ вилӗм сӑлтавне уҫӑмлатас енӗпе ӗҫлеҫҫӗ, лару-тӑрӑва тӗпчеҫҫӗ. Унсӑр пуҫне следовательсем те тӗрӗслев пуҫарнӑ.
Палӑртса хӑвармалла, 2016 ҫулта та кунашкал тӗслӗх пулнӑччӗ. Ун чухне Ҫӗмӗрле районӗнчи Вырӑс Улхашӗнчи чиркӳ пачӑшки ҫухалнӑччӗ. Унӑн виллине пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Пӑрачкав районӗнчи Шадриха патӗнчи пӗвере тупнӑччӗ.
Китай инвесторӗсем Пӑрачкав районӗнчи Сиява тата Кудеиха ял тӑрӑхӗсенче «Сычуань-Чӑваш Ен» агропарк хута ярасшӑн. Вӑл 5 пин ытла гектар ҫӗре йышӑнӗ. Халӗ ҫӗре тара илмелли документсене хатӗрлес ӗҫ пырать.
Китай ҫыннисене 25 ҫуллӑха 4 911,65 гектар ҫӗр тара панӑ. Ҫак ҫӗрсемпе тахҫанах усӑ курман, унта ҫум курӑк ӳссе ларнӑ. Малтанлӑха мӑйракаллӑ шултра выльӑх валли (2 пин пуҫ валли) ферма тӑвасшӑн. Вӑл аш-какайлӑх пулӗ. 4 пин ӗне валли те сӗт комплексӗ хута ярасшӑн. Агропаркра тислӗке утилизацилемелли ятарлӑ комплекс та пулӗ.
Агропарка хута ярсан 100 ытла ҫын валли ӗҫ вырӑнӗ пулмалла. Китаецсем каланӑ тӑрӑх, вӗсем какай, сӗт, пахча ҫимӗҫ рекорд шайӗнче туса илӗҫ. Пӗр пайне кунтах вырнаҫтарӗҫ, ыттине хӑйсен ҫӗршывне ӑсатӗҫ.
Кииайри пуянсем Чӑваш Енри Пӑрачкав районӗнче выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетме ӗмӗтленеҫҫӗ. Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, вӗсем ЧР Министрсен Кабинечӗн ертӳҫин ҫумӗпе — ял хуҫалӑх министрӗпе Сергей Артамоновпа тӗлпулнӑ.
«Сычуань-Чувашия агропромышленная торговая компания» (чӑв. Сычуань-Чӑваш Ен агрропромышленность компанийӗ) тулли мар яваплӑ общество (ӑна кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче йӗркеленӗ) пайташӗсем министра пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем мӑйракаллӑ шултра выльӑха сӗтлӗх тата аш-какайлӑх ӗрчетесшӗн.
Кииайри усламҫӑсем Сиява тата Кудеиха ял тӑрӑхӗсенче 5 пине яхӑн гектара сухаласа акасшӑн. Халӗ вӗсем ҫӗре арендӑна илессипе ӗҫлеҫҫӗ, йӗркелӳ тапхӑрӗнче сиксе ытти ыйтӑва татса парассипе ҫине тӑраҫҫӗ.
Чӑваш Енри икӗ районта ҫӗнӗ прокурорсене ҫирӗплетнӗ. Улшӑну Элӗкпе Пӑрачкав районӗсене пырса тивнӗ.
Пӑрачкав район прокурорӗ пулма юстици канашҫине Сергей Парамонова ҫирӗплетнӗ, Элӗк район прокурорне – юстици канашҫине Евгений Петрова.
Сергей Парамонов 1981 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ. 1998—2003 ҫулсенче вӑл Шупашкарти коопераци институтӗнче вӗреннӗ. Ҫав ҫулхи кӗркунне ӑна Улатӑрти районсем хушшинчи прокуратурӑна тӗпчевҫӗ пулса ӗҫе йышӑннӑ. Ҫавӑнта пӗр должноҫрен теприне куҫса вӑл прокурор ҫумне ҫитнӗ.
Евгений Петров 1977 ҫулта Ҫӗнӗ Шупашкартӑ ҫуралнӑ. Вӑл Чӑваш патшалӑх университетӗнче 1995—2000 ҫулсенче юридици факультетӗнче вӗреннӗ. Тепӗр икӗ ҫултан вӑл тӑван хулари прокуратурӑра ӗҫлеме вырнаҫнӑ. Юлашки ҫулсенче Элӗк район прокурорӗн ҫумӗнче тӑрӑшнӑ.
Ҫанталӑк пӑсӑлнӑ май Чӑваш Енре ӗнертенпе инкеклӗ лару-тӑру режимӗ пулнине палӑртнӑ. Ку хушӑва ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев алӑ пуснӑ.
Документра палӑртнӑ тӑрӑх, ЧР Министрсен Кабинечӗн район тата хула администрацийӗсемпе пӗрле асар-писер ҫанталӑк шар кӑтартнӑ пулӑма сирмелли ӗҫ хатӗрлемелле, инкеклӗ лару-тӑрӑва пӗтермешкӗн республикӑн резерв хыснинчен укҫа уйӑрмалла. Муниципалитетсене вара вӑйлӑ ҫил сиен кӳнӗ ҫуртсене юсама, ӳкнӗ йывӑҫсене тирпейлеме хушнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру режимӗ ятарлӑ хушу пуличчен тӑсӑлӗ.
Аса илтерер: Красноармейски районӗнчи Еншик Чулла ялӗнче шкул спортзалӗн, ФАП тӑрри сиенленнӗ. Вӑрмар районӗнчи Пысӑк Енккассинче шкул тӑррине сӳнӗ, Тавай районӗнчи Турикас Тушкил ялӗнчи шкул ҫивиттине те ҫил илсе пенӗ.
Вӑрмар тата Пӑрачкав районӗнче инкеклӗ лару-тӑру режимӗ пулнине ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнчех палӑртнӑ. Юпасем, йывӑҫсем ӳкнӗрен 17 районти 3702 ҫурт электричествӑсӑр юлнӑ. Ӗнер ирхине электролинисене йӗркене кӗртсе пӗтернӗ.
Ӗнер республикӑра вӑйлӑ ҫил алхаснӑ май йывӑҫсем ӳкни, пӳрт тӑррисене сӳни пирки сайтра пӗлтернӗччӗ. Ӗнер каҫхи 6 сехет хыҫҫӑн Пӑрачкав районӗнче инкеклӗ лару-тӑру режимӗ пулнине палӑртнӑ.
Уйрӑмах Пӑрачкав ялӗ шар курнӑ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Евгений Лебедев район комиссийӗн плана кӗртмен ларӑвне ирттернӗ. Унта муниципалитетра чрезвычайлӑ лару-тӑру режимӗ пулнине палӑртнӑ, ҫил «йӗр хӑварнӑ» пулӑмсене мӗнле пӗтермелли плана хатӗрленӗ. «Ҫил темиҫе минут кӑна алхаснӑ, ҫапах ку пысӑк тӑкак кӳнӗ. Ӑҫта мӗн сӑтӑр кӳнине хальлӗхе палӑртаҫҫӗ, тӑкака шутлаҫҫӗ», — ҫырнӑ район администрацийӗн сайтӗнче.
МЧС пӗлтернӗ тӑрӑх, Пӑрачкав районӗнче нумай хваттерлӗ тӑватӑ ҫурт тӑрри, харпӑр 15 ҫурт ҫивитти сиенленнӗ. Асӑрхануллӑ пулӑр: ҫил паян та лӑпланман-ха.
Паян Чӑваш Енре вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл алхаснине пула 12 район-хулара йывӑҫсене тӳнтерсе янӑ. Ҫут ҫанталӑкӑн усал вӑйӗ Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш, Ҫӗмӗрле хулисенче, Ҫӗрпӳ, Сӗнтӗрвӑрри, Етӗрне, Муркаш, Пӑрачкав, Шупашкар, Тӑвай, Красноармейски районӗсенчи йывӑҫсем ӳкнӗ. Шупашкарта, Куславкка, Хӗрлӗ Чутай, Вӑрмар, Шӑмӑршӑ районӗсенче ҫутӑсӑр юлнӑ тӗслӗхсем пулнӑ. Вӗсенчен хӑшӗсенче инкеке сирме ӗлкӗрнӗ.
Вӑрмар районӗнчи Пысӑк Енкассинчи, Тӑвай районӗнчи Турикас Тушкил шкулӗсен, хӑш-пӗр районти уйрӑм ҫын ҫурчӗсен ҫивиттисене вӑйлӑ ҫил сӳтсе кайнӑ.
Инкек пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та пӗлет тесе хыпарлаҫҫӗ Чӑваш Енӗн Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн пресс-службинче. Унтан та ытларах — яваплӑ службӑсене вӑл ҫине тӑрса ӗҫлеме чӗнсе каланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Константин Константинович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Смолин Анатолий Семёнович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ухли Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |